"Чăваш хĕрарăмĕ" комитет регионсенчи йăхташсемпе телекĕперпе курнăçрĕ
Чăваш наци конгресĕн "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет пайташĕсем йĕркеленипе наци библиотекинче "Мĕнле пурăнатăн аякри тăван?" телекăларăм ÿкерчĕç.
Кăларăмра Красноярск тăрăхĕнчи чăвашсен автономийĕн ертÿçи Геннадий Храмовпа, Питĕр хулинчи чăваш наци автономийĕн ертÿçипе Владимир Живовпа тата унти хастарсемпе скайп мелĕпе çыхăнса тÿрĕ хутшăну пулчĕ. Унсăр пуçне Украинăра пурăнакан йăхташăмăрсемпе те интернет урлă курнăçма май килчĕ. Украина çĕршывĕнчи чăвашсен пĕрлĕхĕн ертÿçи Надежда Лисовая хальхи вăхăтра унти чăвашсем еплерех пурăнни çинчен каласа пачĕ, Шупашкар - Киев, Шупашкар -Красноярск тата Шупашкар - Питĕр телекĕперсене чăваш юрри илемлетрĕ.
ЮТВ каналпа çырса илнĕ ЧНК "Чăваш хĕрарăмĕ" комитет телепередачине çитес вăхăтра курма май пулĕ. Ăна яланхиллех Лидия Филиппова журналист ертсе пырать.
Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертÿçи.