Питĕрте чӑваш культурин кунĕсем иртеҫҫĕ
Акӑ К.В.Иванов ячĕллĕ чӑваш патшалӑ академи драма театрĕн артисчĕсем кĕтнĕ кун тинех ҫитрĕ: - вĕсем - Питĕр хулинче. Юлашки хут кунта пирĕн сцена ӑстисем 12 ҫул каялла пулнӑччĕ. Ун чухне Ленсовет ячĕллĕ театрта Ф. Павловӑн
"Ялта " драмине тата Анатолий Чебановӑн "Праски кинеми мӑнукне авлантарать" камитне кӑтартнӑччĕ.
Чӑваш артисчĕсене хальхинче те Нева ҫинчи хулари сумлӑ "Литейнӑйри" йышӑнĕ. Телейлĕ ҫак самант ыран пулĕ. Паян вара Питĕрти Национальнӑҫсен ҫуртĕнче Чӑваш культурин кунĕсем уҫӑлчĕҫ. "Нева ҫинчи Атӑл шурӑмпуҫĕ" курава кунта ĕҫлесе пурӑнакан йӑхташсем хутшӑнчĕҫ. Вĕсем - Раҫҫей тава тивĕҫлĕ, Чӑваш халӑх художникĕ Анатолий Рыбкин, Александр Федоров, Мария Любимова, Антон Петров, Анна Кондратьева, Атилла Балтаев, ыттисем. Вĕсем тĕрлĕрен, анчах пурте - Чӑвашран. Тӑван халӑха юратнине, йӑла- йĕркене хисепленине, тӑван кĕтесе пуҫ тайнине палӑрать ĕҫĕсенче. Культура кунĕсене уҫнӑ ҫĕре ЧР культура министрĕ Константин Яковлев, Санкт- Петербург хула администрацийĕн наци хутшӑнӑвĕсен комитетне ертсе пыракан специалисчĕ Вадим Придус, Национальноҫсен ҫурчĕн директорĕн заместителĕ Дмитрий Федоров, Питĕрти Чӑваш культура обществин председателĕ Владимир Живов хутшӑнчĕҫ.
Шухӑшсем:
Константин Яковлев, ЧР культура министрĕ:
- Паянхи мероприятин пĕлтерĕшĕ питĕ пысӑк. Темиҫе сехет каялла этнографи музейĕнче ҫавра сĕтел иртрĕ. Унта ҫитес вӑхӑтра Шупашкар хулине йĕркелесе янӑранпа 550 ҫул ҫитнине халалланӑ курав уҫӑпӑр. Халь вара тепĕр килĕшӳ - национальноҫсен ҫурчĕпе тӑвӑпӑр. Шупашкарта та Халӑхсен ҫурчĕ пур. Ҫыхӑну тытса ĕҫлеме меллĕ пулĕ. Ҫакӑншӑн Национальноҫсен ҫурчĕн ертӳҫисене пысӑк тав.
Анатолий Рыбкин, Раҫҫей тава тивĕҫлĕ художникĕ:
- Питĕрте чӑваш художникĕсем питĕ йышлӑ, анчах вĕсене пĕр чӑмӑра -курава - пухма ҫӑмӑлах пулмарĕ: кашнийĕ хӑйĕн мастерскойĕнче ĕҫлет. Ҫапах та 40 яхӑн ӳнерҫе явӑҫтарма май килчĕ. Вĕсем тахҫантанпах Питĕрте пурӑнаҫҫĕ пулсан та, чунĕпе - Чӑваш Енре. Ҫакна вĕсен ĕҫĕсем лайӑх ҫирĕплетеҫҫĕ.
Надежда Смирнова (фото Зоя Яковлева)