Чӑваш Ентен килнĕ делегаци Питĕрти паллӑ вырӑнсенче пулса курчĕ
Паян, ака уйӑхĕн 8-мĕшĕнче, Мӑнкун кунĕ Питĕрти чӑваш обществи ( ертӳҫи В.М.Живов) йĕркеленипе чӑваш культурин кунĕсене уявлама килнĕ делегаци историллĕ хулапа паллашрĕ. Чи малтанах паллӑ ӑсчах Никита Бичурин канлĕх тупнӑ 18-мĕш ĕмĕрте пурӑннӑ паллӑ ҫынсене пытарнӑ масар ҫине ҫитрĕҫ. Чӑваш халӑхне чапа кӑларнӑ хĕвел тухӑҫ енчи ҫĕршывĕсене тĕпченĕ ученӑя пуҫ тайса чĕрĕ чечексем хучĕҫ.
Малалла пирĕн ентеш Петр Егоров архитектор проекчĕпе ӑсталанӑ Ҫуллахи сад карти патĕнче, унӑн проекчĕпех тунӑ чиркӳ вырӑнĕнче пулчĕҫ. Халĕ кунта пурӑнакан ентешсем тӑрӑшнипе чиркĕве ҫĕнĕрен купалаҫҫĕ. Никĕсне туса пĕтернĕ, малалла стенисене хӑпартаҫҫĕ.
Экскурсовод вырӑнĕнче пирĕн ентеш, Анатолий Рыбкин художник пулчĕ. Вӑл, 1974-мĕш ҫултанпа кунта пурӑннӑран, хула историне питĕ лайӑх пĕлет. Ӑна пулӑшса пыракансем кунти Владимир Живов, Михаил Кондратьев искусствовед тата Атнер Хусанкай ӑсчах пулчĕҫ.
Хӑнасен хушшинче спектакльпе килнĕ чӑваш академи драма театрĕн артисчĕсем пĕтĕм йышĕпех пулчĕҫ.
Юлашкинчен делегаци Аслӑ вӑрҫӑ вӑхӑтĕнчи блокадӑра пуҫĕсене хунисене пытарнӑ Пискарев ҫӑвинче пулса хамӑр ентешсене асӑнса вырнаҫтарнӑ плита умне чĕрĕ чечексем хучĕ.
Вера Кузьмина, СССР халӑх артистки:
- Пискарев масарĕнче эпĕ пĕрремĕш хут пултӑм. Кунта чун ҫӳҫенет, ҫав вӑхӑтрах совет ҫыннисен паттӑрлӑхĕпе чӑьӑмлӑхĕ тĕлĕнтерет те. Пирĕн вĕсене нихӑҫан та манмалла мар.
Геннадий Медведев, чӑваш халӑх артисчĕ:
- Паян артистсемшĕн яваплӑ кун - Питĕр чӑвашĕсем валли "Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакль кӑтартатпӑр. Апла пулсан та экскурсие каяс терĕмĕр. Пирĕн Питĕр хулине пĕлмеллех, унӑн пуян культурипе паллашмаллах.
Зоя Яковлева, ЧНК пресс-службин ертӳҫи.