Чӑваш театрĕ Питĕр хулинчи культура кунĕсене тата та пуянлатрĕ
Питĕр хулинчи Чӑваш наципе культура автономийĕ ( ертӳҫи В.М. Живов), ку хулари Нацисен ҫурчĕ тӑрӑшнипе 12 ҫул иртнĕ хыҫҫӑн тепĕр хут К. Иванов ячĕллĕ Чӑваш патшалӑх академи драма театрĕн спектаклĕсене ку историллĕ хулара кӑтартма май килтерчĕҫ.
Чӑваш культура кунĕсем пынӑ май, ака уйӑхĕн 8, 9 - мĕшĕсенче "Литейнӑй" театрĕнче паллӑ театр хӑйĕн чи лайӑх икĕ спектакльне кӑтартать.
Ĕнер, ака уйӑхĕн 8-мĕшĕнче И.С.Максимов-Кошкинскин "Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун" спектакльне курма Питĕрте пурӑнакан пирĕн ентешсем, театра юратакансем чылайӑн килчĕҫ.
Чӑваш наципе культура автономийĕн председателĕ Владимир Михайлович Живов каланӑ тӑрӑх, кунти чӑвашсем хамӑрӑн тӑван культурӑшӑн, чĕлхешĕн тунсӑхлаҫҫĕ. Вĕсем Вера Кузьминана, Нина Яковлевӑна тата ытти талантлӑ артистсене чунтан хисеплесе кĕтеҫҫĕ.
Чӑваш театрĕ килни кунти пирĕн культура кунĕсене питех те пуянлатрĕ.
Паян вара "Литейнӑйра"- Арсений Тарасовӑн "Туя туй пек тумалла" камичĕ.
Питĕрсем кунта та йышлӑн килессе шанас килет.
Зоя Яковлева, ЧНК пресс - службин ертӳҫи.
Савӑнӑҫ парнеленĕ каҫ
Чӑваш театрĕн Питĕрти гастролĕ И.С.Максимов-Кошкинскин " Вĕри юнлӑ ҫемҫе чун" спектаклĕпе уҫӑлчĕ. "Литейнӑйри" театрӑн директорĕ - пултарулӑх ертӳҫи Сергей Морозов чӑваш артисчĕсене ӑнӑҫу сунчĕ. "Театр уйрӑм ҫынсене ҫеҫ мар, коллективсене, халӑхсене, вĕсен культурисене пĕрлештерме пулӑшать", - терĕ.
Пирĕннисенчен куракансене театрӑн директорĕн ĕҫĕсене пурнӑҫлакан Юрий Владимиров, ЧР Театр ĕҫченĕсен союзĕн председателĕ, Чӑваш халӑх артисчĕ Геннадий Медведев саламларĕҫ.
Чӑваш театрĕ Питĕрте юлашки хут 2006 ҫулта пулнӑччĕ. Йӑхташсем ун чухне тӑван чĕлхешĕн, культурӑшӑн, йӑла-йĕркешĕн тунсӑхласа ҫитни самай палӑрнӑччĕ.
Халĕ мĕнле - ши? Куракансен шухӑшĕсене итлесе пӑхар- ха:
Игорь Степанов, Вӑрмар районĕ:
- Улттӑн ( мӑшӑр, унӑн шӑллĕ, тус - юлташсем) килтĕмĕр спектакле. Питĕ килĕшрĕ. Шкулта вĕреннĕ вӑхӑт аса килчĕ. "Нарспири" йĕркесене ҫĕнĕрен вуланӑн туйӑнчĕ. Поэма авторĕн кун-ҫулĕ кĕске те синкер пулнӑ мĕн. Валерий Карпов артист ун сӑнарне чуна пырса тивмелле уҫса пачĕ.
Альбина Сергеева, Тӑвай районĕнчи Лачкасси ялĕ:
- Питĕрти Киров ячĕллĕ заводра 1979 ҫултанпа ĕҫлетĕп. Паян та ĕҫренех кунта васкарӑм. Мĕнле юлӑн-ха? Пире савӑнӑҫ кӳме театр хӑй килнĕ ҫке. Спектакль питĕ питĕ килĕшрĕ. Юррисем тата... вĕсене пирĕн аннесем, асаннесем юрлатчĕҫ. Макӑрса та илтĕм. Хам та ентешлĕх ҫумĕнчи "Нарспи" хорта вунӑ ҫул юрланӑ. Театр кӳнĕ телейлĕ саманта темĕнччен асӑнса пурӑнӑпӑр.
Надежда Смирнова.