Пирĕн ентешсем Хĕрарăмсен иккĕмĕш Еврази форумне хутшăннă
Питĕр хулинчи чăвашсен культурă обществин ĕç тăвакан комитет председателĕ Дарья Рогозная, общество çыхăнăвĕсене йĕркелекен Валентина Проурзина тата общество хастарĕ Алиса Шарапаева авăн уйăхĕн 19-21- мĕшĕсенче Питĕр хулинче иртнĕ хĕрарăмсен форумне хутшăннă.
Хĕрарăмсен Еврази форумĕ - хальхи вăхăтра тĕнчен черчен пайĕн ыйтăвĕсене анлăн та çирĕппĕн тăратса сÿтсе явакан пуху. Ăна Раççей Федерацийĕн Федераллă собранийĕ тата Ирĕклĕ патшалăхсен пĕрлешĕвĕн парламенчĕсен ассамблеи йĕркеленĕ.
XXI ĕмĕрте ертÿçĕ-хĕрарăмсен тата хĕрарăмсен пĕрлешĕвĕсен тĕнче шайĕнчи татса памалли ыйтусене çĕклекен форумне йĕркелессине чи малтан Федераци Пухăвĕн Канашĕн председателĕ Валентина Матвиенко пуçарнă.
Иккĕмĕш Еврази форумĕнче çĕкленĕ "Хĕрарăмсем тĕнчери хăрушсăрлăхпа тăнăçлăхшăн" тĕп ыйтăва сÿтсе явнă çĕре Раççей Президенчĕ Владимир Путин хутшăнса тухса калаçнă.
Пирĕн Питĕрти ентешсем каласа панă тăрăх, хĕрарăмсен сумлă форумне Тĕнчери Наци фончĕн Президенчĕ Сара Хардер, инди политикĕ Соня Ганди, Раççей Патшалăх Канашĕн депутачĕсемпе обществăпа политика пĕрлĕхĕсен халăхра паллăрнă хастарĕсем хутшăннă.
Зоя Яковлева.