75 лет - Владимиру Александровичу Иванову
Хĕрÿллĕн саламлатпăр!
Эпир, аслă та анлă Атăл хĕрринчен пăлхар йăхĕнчен тухнă чăн-чăн ЧĂВАШСЕМ, Нева юханшывĕ çинчи Санкт-Петербург хулинче тĕпленнĕ ЕНТЕШСЕМ, вăрăм та çăмăл мар - 75 çул - тăршшĕ пурнăçра кукăр-макăр сукмаксемпе чиперех пуçа каçăртса утса тухнă хисеплĕрен те хисеплĕ
ВЛАДИМИР АЛЕКСАНДРОВИЧ ИВАНОВА
– педагогика наукисен докторне, профессора Сурăмпа Выла юханшывĕсем хушшинче сĕм авал вырнаçнă тĕнчипе паллă ИШТЕК ялĕнче тĕнче çутти курса пĕрремĕш хут çăвар карса сас панă ЭТЕМĔ, Иван Яковлев ячĕллĕ чаплăран та чаплă ЭЛĔК вăтам шкулĕнче ăслăран та ăслă педагогсенчен тумламăн -тумламăн тарăн пĕлÿ илнĕ пулас УЧИТЕЛĔ, чыслăран та чыслă Совет çарĕнче службăра йĕркеллĕ тăрса чăваш ятне çĕртмен хастар САЛТАКА, Илья Ульянов ячĕллĕ чăваш патшалăх университетнче çĕршер студента малашлăхра тĕрĕс çулпа утса пурнăçра тивĕçĕ вырăн йышăнма пил панă ПЕДАГОГА, чаплăран та чаплă Элĕк Ен ачи янташлăхăн ырми-канми кăткă пек ĕçлекен сумлăран та сумлă ЕРТÿÇИНЕ, мухтавлăран та мухтавлă пĕтĕм Рассейра ят илнĕ Чăваш наци конгресĕн вĕлле хурчĕ пек ĕçчен ВИЦЕ-ПРЕЗИДЕНТНЕ, ĕмĕр -.ĕмĕр вилĕмсĕр «Нарспи» поэмăна чăваш чĕлхинчен тÿрех нимĕçле куçарнă талантлă ТĂЛМАЧА, савнăран та савнă ТĂВАНА паллă юбилей ячĕпе саламласа, пуçа тайса, ыталаса, çамрăк такасем пек çамкасемпе тĕкĕшсе малашнехи пурнăçра ырлăх-сывлăх сунатпăр, малалла та пур ĕçре те пысăк çитĕнÿсем туса пире савăнтарма САНА çÿлти Турă хăватлă вăй патăр!
СИРЕ хисеплекен ентешсен ячĕпе Синерти Золотовсен ăру-несĕлĕнчи çиччĕмĕш сыпăкри чĕппийĕ Питĕрте пурăнакан Витали мучи.
Раштав уйăхĕ. 27 2012 çул Питĕр хули